Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Салтак амăшĕ çураланăранпа 130 çул

00:00 26 января 2011 г.

Январĕн 25-мĕшĕнче, Çветтуй Татьянăсен кунĕнче, Исетерккĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Николаевна Николаева çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Вăл тĕнчипех паллă хĕр арăм. Сакăр ывăл ÿстернĕ, саккăрăшне те мирлĕ пурнăçа хÿтĕлеме тăшман хирне ăсатнă. Вĕсенчен тăваттăшĕ вăрçăра пуçĕсене хунă, тăваттăшĕ тăван яла таврăннă. Вăрçă вĕçленнĕ çулхине вара мăшăрĕ те пурнăçран уйрăлнă. Çамрăк ăру вара паттăрсен çемьине асран кăлармасть, асăну кунĕсем, калаçусем ирттерет. Кун пек тĕл пулу январĕн 24-мĕшĕнче районти историпе краеведени музейĕнче пулса иртрĕ, район хаçачĕн корреспонденчĕ Р.Илларионова та хутшăнчĕ. Унта шкул ачисем, хисеплĕ ветерансем, районти яваплă ĕçченсем пухăнчĕç. Вĕренекенсем Хусанти киностуди ÿкернĕ фильма курнă тата паттăр çемье пирки презентаци тунă хыççăн хăйсен шухăш-кăмăлĕсене, вĕсем пекех хăюллă та паттăр пулмаллине палăртĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика