Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пичет кунĕнче пултăмăр

00:00 17 января 2011 г.

Пичет кунĕнче пултăмăр

Иртнĕ шăмат кун, кăрлачăн 15-мĕшĕнче, Вырăс драма театрĕнче Чăваш пичечĕн кунне анлă паллă турĕç. Унта Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн ĕçченĕсенчен çак уявра А. Тихонов тĕп редактор, экономикăпа экологи пайĕн редакторĕ А. Белов, социаллă пурнăç пайĕн редакторĕ Н. Николаева, хаçат операторĕ А. Белова тата О. Суворова корректор, В. Сергеев водитель пулчĕç. Районти пичет ăстисем профессиллĕ уява хавас кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Сăлтавĕ – хаçат тиражĕ юлашки çур çул каяллахинчен 353 экземпляр ÿсрĕ. Çапла вара район хаçачĕ паян пĕтĕмĕшле 4275тиражпа тухать. Сăн ÿкерчĕре эсир экономикăпа экологи пайĕн редакторне А. Белова журналистсем хатĕрлес ĕçе пысăк тÿпе хывнă И. Тенюшев тата паян журфака ертсе пыракан А. Данилов профессорсемпе куратăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика