Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Купăста уявĕнче пултăмăр

00:00 22 ноября 2010 г.

Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче пирĕн район делегацийĕпе пĕрле хаçатăн экономикăпа экологи пайĕн ертÿçи Анатолий Белов та Куславкка районĕнчи Кунер ялĕнчи социаллă культура центрĕнче купăста туса илекенсене халалланă 2-мĕш фестивальте пулса курчĕ.

Район делегацине унта район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертсе пыракан тĕп специалисчĕ А. Павлов ертсе кайрĕ.

Купăста фестивалĕнче районти «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество тата «Ударник» сăнавлă производство хуçалăхĕн специалисчĕсем пулчĕç.

Сăмах май. Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем кăçал 17 гектар (12 гектар «Свобода» хуçалăхра) купăста, 9 гектар хĕрлĕ кăшман («ВаСемсăр» пуçне 3 гектар – «Свободăра», 5 гектар – «Гея» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра), 3 гектар кишĕр туса илнĕ. Çав вăхăтрах асăннă культурăсене хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 14, 5, 1 гектар акса ÿстернĕ. Килти хушма хуçалăхсенчи ку ĕç кăтартăвĕ вара (çав йĕркепех) 275, 55, 106 гектарпа танлашать. Çак танлаштарусене пăхсан купăста фестивальне ирттерни питех те вырăнлă пулăм.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика