Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хусанпа паллашрăмăр

00:00 15 ноября 2010 г.

Чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче район хаçачĕн ĕç коллективĕ çул çÿрев йĕркипе Тутарстан тĕп хулинче Хусанта пулса курчĕ. Çывăх региона туслăн çитсе килни пурин асĕнче те нумайлăха юлĕ.

Хусан пире малтанах хăйĕн тирпейлĕхĕпе, кунта пурăнакансем мăсăльман тĕнне çирĕп ĕненнипе, православии тĕнĕпе пурăнакан кÿршисемпе те килĕштерсе пурăннипе савăнтарчĕ. Кунпа пĕрлех хулари мечетпе православии чиркĕвĕ иккĕшĕ те пĕр шайра ĕçлесе пыни Хусанта халăх туслăхĕ малта тăнине çирĕплетрĕ.

Тутарсем хăйсен чĕлхине хулара та тĕп вырăнта тытни, унпа пĕр чăрмавсăр хутшăнни, халăх йăли-йĕрки малта тăни пире те çак çулпа çирĕппĕн та тĕллевлĕн аталанмаллине ăнлантарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика