Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Республика кунĕнче пултăмăр

00:00 28 июня 2010 г.

Республика кунĕнче пултăмăр

Райхаçат ĕçченĕсем Республика кунне хатĕрленсе ирттернĕ пирки çырнипе çырлахмарĕç, хăйсем те уява кайса курчĕç.

«Регионсем – чикĕсемсĕр ĕçлесси» регионсем хушшинчи куравпа паллашма уйрăмах кăсăклă пулчĕ. Республика çĕнĕ технологисене вăя кĕртессипе ăнăçлă ĕçлени савăнтарчĕ. Хĕвел батарейисен, çĕнĕ йышши вагон завочĕсем çĕкленнипе эпир тивĕçлипех мухтанма пултаратпăр.

Муркаш районĕ те выставкăна хутшăнса çĕннине кăтартрĕ. Çÿп-çап тăкмалли паянхи куна тивĕçтерекен полигона хута яни нумайăшне кăсăклантарчĕ. Кун пекки республикăра хальлĕхе çук-ха. Юхса тухакан шывсене эйхорни курăкĕпе тасатни те нумайăшне тĕлĕнтерчĕ. «Муркаш районĕнче ялти туризмăн инфраструктурине аталантарасси» инвестици проекчĕн презентацийĕ те ăнăçлă иртрĕ.

Наци музейĕн картишĕнче иртнĕ декоративлă прикладной искусство ăстисен «Русь мастеровая» Пĕтĕм Раççейри конкурсĕпе те хаваспах паллашрăмăр. Рсепублика чысне пирĕн район хĕрĕ Ирина Егорова тивĕçлипе хÿтĕленине курса савăнтăмăр. Унăн тĕррисемпе ÿкерчĕкĕсем нумайăшне тыткăнларĕç. Шомикри ял библиотекин библиотекарĕ Мария Филиппова та выставкăра лайăх енчен палăрчĕ.

Уявран эпир хавас кăмăлпа таврăнтăмăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика