Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш сăмахĕ чăваша çывăхрах

00:00 26 апреля 2010 г.

Кирек епле халăхшăн та тăван чĕлхе çывăх. Чăваш çыннишĕн те çаплах. Тăван чĕлхепе каланă сăмах уйрăмах чуна çывăх, тăван чĕлхепе çырнă текст та ытларах кăмăла каять.

Чăваш чĕлхи чи авалхи те чи пуян чĕлхе шутланать. Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем ăна ĕмĕрсем хушши упраса пире парса хăварнă. Чăваш чĕлхи пуяннине Библие туллин чăвшла куçарни те тепĕр хут çирĕплетет.

Республикăри чăвашла тухакан хаçатсен тĕп редакторĕсем иртнĕ эрне кун «Хальхи чăваш литература чĕлхипе журналистикăра тата публицистикăра усă курасси» семинар-канашлăва пуçтарăнни ăнсăртран пулмарĕ. Семинара культура министрĕ Р.М. Лизакова ертсе пыни те ыйту çивĕчлĕхне палăртрĕ.

Журналистсемпе канашлăва хутшăннă ăсчахсем чĕлхепе тирпейлĕ те тĕрĕс усă курмаллине йышăнчĕç. Хаçатри чăваш чĕлхи ăнланмалла та пулмалла, çавăнпа пĕрлех вăл калаçакансемшĕн тĕслĕх вырăнне те килмелле.

Малашне кун йышши семинарсене чăвашла хаçат кăларакан журналистсем кашни кварталта ирттерме кирлине палăртрĕç.

Канашлу пурин кăмăлне те кайрĕ, тăрăшарах ĕçлес кăмăла çĕклерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика